Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
21 Кӑрлач 2021, 14:05

Владимир Путин Дагестан çыннисене республика 100 çул тултарнă ятпа саламланă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Дагестанра пурăнакансене республикăн 100 çулхи юбилейĕ ячĕпе саламланă. Çĕршыв пуçлăхĕ регионăн кăмăл-сипет тата ăс-тăн хаклăхĕсене палăртнă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Дагестанра пурăнакансене республикăн 100 çулхи юбилейĕ ячĕпе саламланă. Çĕршыв пуçлăхĕ регионăн кăмăл-сипет тата ăс-тăн хаклăхĕсене палăртнă.
«Дагестан ĕлĕкренех нумай халăх, тĕрлĕ культура представителĕсен килĕ шутланать. Вĕсен пуян истори еткерлĕхĕ, хăнасене тарават кĕтсе илмелли тата кÿршĕсемпе туслă пурăнмалли йăлисем, пултарулăх ĕçне юратни, çемьене, аслисене хисеплесси ăруран ăрăва куçса пырать», - тенĕ президент хăй саламĕнче.
В.Путин Дагестанра çуралса ÿснисен хушшинче паллă ученăйсем, спортсменсем, патшалăх деятелĕсем, пултаруллă çар çыннисем пулнине палăртнă.
«Республика çыннисен чи лайăх енĕсем, вĕсен паттăрлăхĕпе çирĕплĕхĕ пĕтĕм тĕнчери терроризма хирĕç кĕрешнĕ вăхăтра та палăрчĕç. Ун чухне эсир тăван Дагестана çеç мар, пĕтĕм Раççее хÿтĕлеме кар! тăтăр», - палăртнă патшалăх пуçлăхĕ.
РФ Президенчĕ Дагестан çыннисене ăнăçу, чечекленÿ тата палăртнă плансене пурнăçа кĕртме сĕннĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: