Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Кӑрлач 2021, 12:55

Аврире тăватă çын пурнăçĕ татăлнă

Паян, ирпе, Пушкăртстанра хăрушă авари пулнă. ПР ГИБДД пĕлтернĕ тăрăх, М-5 Самара-Ĕпхÿ-Челябинск автоçулăн 1483 çухрăмĕнче Volkswagen Polo çăмăл автомашинăпа çăк турттаракан Mercedes çапăннă.

Паян, ирпе, Пушкăртстанра хăрушă авари пулнă. ПР ГИБДД пĕлтернĕ тăрăх, М-5 Самара-Ĕпхÿ-Челябинск автоçулăн 1483 çухрăмĕнче Volkswagen Polo çăмăл автомашинăпа çăк турттаракан Mercedes çапăннă.
Шел те , çухату пысăк. Аварире çăмăл автомобильти тăватă çын пурнăçĕ татăлнă: хĕрарăм, арçын тата икĕ ача.
ПР инкеклĕ ĕçсен пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, руль умĕнче Самарăра пурăнакан 28 çулхи хĕрарăм ларнă. Унăн пассажирĕсем 68 çулхи арçын тата икĕ ача пулнă. Машина Челябинск еннелле кайнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: