Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Кӑрлач 2021, 13:30

COVID-19па чирлесрен епле сыхланмалла?

Çын мĕнле сывлăшпа сывлани организм инфекци чирĕсене парăннипе парăнманнине витĕм кÿрет. Таса мар сывлăш вируслă инфекцисене ытларах парăнать тенĕ Владимир Болибок аллерголог-иммунолог.

Çын мĕнле сывлăшпа сывлани организм инфекци чирĕсене парăннипе парăнманнине витĕм кÿрет. Таса мар сывлăш вируслă инфекцисене ытларах парăнать тенĕ Владимир Болибок аллерголог-иммунолог.
- Енчен те сывлăшра кислород ытларах пулсан‚ çын респираторлă вирус чирĕсене çăмăлрах чирлесе ирттерет. Сывлăш тасалăхĕ организма пысăк витĕм кÿрет: вăл таса мар пулсан‚ пирĕн сывламалли органсем кирек хăш вируслă инфекцине те парăнаççĕ‚ çав шутра кăшăлвируса та‚ – тенĕ тухтăр.
Инфекцисенчен сыхланас тесен Владимир Болибок талăк хушши таса сывлăшпа сывлама сĕнет. Унăн сăмахĕсем тăрăх‚ уйрăмах çывăрмалли пÿлĕме тусанран тасатмалла.
«Башинформ» агентстви пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанра пандеми пуçланнăранпа 22 570 çыннăн диагнозĕ çирĕпленнĕ. Юлашки талăк хушшинче - 167. Регионта 17 189 çын чире çĕнтернĕ. Юлашки талăкра 282 çын сывалнă‚ вĕсене больницăран кăларнă. Официаллă даннăйсем тăрăх‚ республикăра кăшăлвирусран 169 çын вилнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: