Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Кӑрлач 2021, 13:30

Пĕтĕм тĕнчери фольклориада хăçан иртесси çитес вăхăтра паллă пулĕ

Республика правительствин вице-премьерĕн çумĕ Азат Бадранов брифингра журналистсене пĕлтернĕ тăрăх‚ çитес кунсенче Пĕтĕм тĕнчери фольклориада-2021 хăçан иртесси паллă пулĕ. Маларах кăшăлвирус пандемине пула мероприятие 2020 çултан 2021 çулхи çу кунĕсене куçарнăччĕ.

Республика правительствин вице-премьерĕн çумĕ Азат Бадранов брифингра журналистсене пĕлтернĕ тăрăх‚ çитес кунсенче Пĕтĕм тĕнчери фольклориада-2021 хăçан иртесси паллă пулĕ. Маларах кăшăлвирус пандемине пула мероприятие 2020 çултан 2021 çулхи çу кунĕсене куçарнăччĕ.
- Республикăра «Фольклориада» ирттересси паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Эпир эпидеми ларăвĕ епле аталаннине тимлетпĕр. Тĕрĕссипе каласан‚ çак ыйтăва татса парассине кĕтетпĕр. Йĕркелÿ комитечĕн федераллă тата республика членĕсем хутшăннипе çитес кунсенче кирлĕ йышăну тăвĕç‚ – тенĕ премьер-министр çумĕ.
Фольклор пултарулăхĕн Халăхсен хушшинчи фестивале июль уйăхĕн 3-10-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Тĕп мероприятисене - фольклориадăна уçассипе тата хупассипе çыхăннă церемони‚ чи илемлĕ тумсен парачĕ‚ культура енĕпе йĕркеленĕ конференци тата ал ĕçсен куравĕ - Ĕпхÿре йĕркелĕç.
- Эпир палăртнă тăрăх‚ Фольклориада-2021 мероприятийĕсене 33 муниципалитет хутшăнмалла. Вĕсен территорийĕ çинче тĕнчери тата Раççейри халăхсен йăли-йĕркисене тата культурисене сăнлакан чылай концертсемпе куравсем иртĕç. Çакă республикăра пурăнакансемшĕн те‚ хăнасемшĕн те пысăк та илемлĕ мероприяти пулса тăрĕ. Эпир çĕршыври тата пĕтĕм тĕнчери эпидеми ларăвĕпе тачă çыхăннă. Енчен те регионти эпидеми ларăвĕ çак мероприятине ирттерме май парсан та‚ фольклориадăна хутшăнакан çĕршывсен эпидеми ларăвĕсене шута илмелле. Таçта-тăр самолетсене вĕçме чарсан‚ хутшăнакансене çĕршывран пачах та кăлармĕç. Çавăнпа эпир информацисем хыççăн тимлетпĕр‚ йышăну тăвасса кĕтетпĕр‚ – тесе хăй сăмахне пĕтĕмлетнĕ Бадранов.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: