Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
25 Кӑрлач 2021, 13:55

Хĕрарăм еркĕнне çĕçĕпе чикнĕ

Сибай хулинчи больницăна çĕçĕпе чиксе амантнă 59 çулхи арçынна илсе килнĕ. Шурă халатлисем çийĕнчех çакăн çинче полици уйрăмне пĕлтернĕ. Тĕрĕссипе çапла тумалла та, закон ыйтать. Йĕрке хуралçисем пулса иртнĕ пăтăрмахлă ĕçе тĕпчесе уçăмлатнă, закона хирĕçле ĕç тунă çынна тытса чарнă.

ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, инкек икĕ çын, арçынпа хăрарăм, (вĕсем хут çыртараса пĕрле пурăнман) хушшинче кĕвĕçĕве пула пулса иртнĕ. Каçхине арçын килне хĕрĕнкĕ тавраннă. Ăна еркĕнĕ алкоголь ĕçнĕ пуçпа кĕтсе илнĕ. Вăл хĕрарăм урăласса кĕтсе тăман, ăçта тата кампа уяв тунине ыйтса пĕлме тытăннă, кĕвĕçме пăхнă. Çакă хĕрарăма килĕшмен, вăл сĕтел çинчи çĕççе ярса илнĕ те кĕвĕçекене яшлаттарнă. Суранланнă çынна медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулнă.
Хальхи вăхăтра хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма хатĕрленеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: