Пур хыпар та
Новости
25 Кӑрлач 2021, 14:15

Хурçă ут хуçисене çĕнĕ штрафсем кĕтеççĕ

2021 çулта хурçă ут хуçисене мĕнле штрафсем кĕтнине «Позиция права» компанин управляющи партнерĕ Егор Редин каласа панă.

2021 çулта хурçă ут хуçисене мĕнле штрафсем кĕтнине «Позиция права» компанин управляющи партнерĕ Егор Редин каласа панă.
Кăçалтан административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодекса çĕнĕ форма кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн комплектсăрлатнă е пăрахса хăварнă машина хуçисене асăрхаттару хучĕ çырса е 1000-3000 тенкĕ таран штраф пама пултарĕç. Юридици сферине кĕмен чĕлхере çак мерăна «авто ăпăр-тапăрĕшĕн штраф» ят панă.
Юраман вырăнта машинăна çунăшăн‚ транспорта газон çине е йывăç-курăксем ÿсекен ытти вырăнсенче лартса хăварнăшăн хуçисене 2 пин тенкĕ таран штраф кĕтет. Транспорт хатĕрĕсемпе ял-хулари «симĕслетнĕ» территорисем тăрăх çÿренĕшĕн граждансене 1‚5-4000 тенкĕлĕх штраф парĕç. Ача-пăча тата спорт лапамĕсем çине лартса хăварнăшăн‚ вĕсем тăрăх çÿренĕшĕн 2000 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таран штраф пама пултарнине те палăртса хăвармалла.
Медицина тĕрĕслевне иртме хирĕç пулни çинчен калакан статьяна та çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Енчен те салонта çул çитмен ачасем пулсан‚ водителе 50 пин тенкĕ таран штраф пама‚ çавăн пекех 2 çултан пуçласа 3 çулччен водитель правине турса илме те пултарĕç.
Е. Редин пĕлтернĕ тăрăх‚ кăçал Раççейре аварисене (вĕсенче çынсем инкек курман пулсан) европротокол системипе йышăнасси те хута кайĕ.
Маларах «Помощник ОСАГО» мобильлĕ приложени тест майĕпе ĕçлеме пуçланă. Вăл аварисене шута илнисĕр пуçне‚ электронлă пĕлтерĕве страхлав компанине те çитерет. Эксперт сăмахĕсем тăрăх‚ çакна çын вырăна çитсе е заказлă çырупа тума çеç пултарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: