Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Кӑрлач 2021, 19:25

Çĕнĕ ФАП - çĕнĕ шай

Январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Туймазă районĕнчи Покровка ялĕнче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Ăна çĕнĕ йышши оборудованисемпе тата сĕтел-пукансемпе тивĕçтернĕ.

Январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Туймазă районĕнчи Покровка ялĕнче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Ăна çĕнĕ йышши оборудованисемпе тата сĕтел-пукансемпе тивĕçтернĕ.
Çĕнĕ ФАПа ял халăхне паракан медицина пулăшăвне лайăхлатас тĕллевпе «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕ витĕмĕпе хăпартнă.
Виçĕ уйăх каялла хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă пулсан паянхи кун учреждени хăйĕн пĕрремĕш пациенчĕсене йышăнать. Вăл хальхи вăхăтри стандартсене тата санитари нормисене тивĕçтерсе тăрать. Кунта ял халăхне пĕрремĕш медицина тата санитари пулăшăвĕ пама пур условисем те пур.
Покровка ФАПĕ Покровка‚ Дарвино тата Таш-Кичу ялĕсенче пурăнакансене йышăнĕ. Тĕп район больницине çитме 17 çухрăм каймалла.
Елена Казакова фельдшер Покровка ФАПĕн заведующийĕ пулса ĕçлет. Вăл - ПР сывлăх сыхлав отличникĕ. Хĕрарăм медицина сферинче 33 çул хушши вăй хурать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: