Ĕпхÿ хулинче январь уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче Пушкăртстанри инвалидсен Пĕтĕм Раççейри спардакиадăн пĕрремĕш тапхăрĕ тата Раççейри ятарлă Олимпиадăн республика шайĕнчи спардакиада иртет. Çакăн çинчен регионти Çемье, ĕç тата халăха социллă хÿтлĕх паракан министерство пĕлтернĕ.
Ăмăртусене «Ак-йорт» сăрт-тупа йĕлтĕр комплексĕнче тата Глуминора йĕркелеççĕ. Малтанхи кун, январь уйăхĕн 26-мĕшĕнче, спортсменсем супер-гиган дисциплинăпа вăй виçĕç, тепĕр кун – супер гигант тата слалом (сăрт çинче палăртнă маршрутпа йĕлтĕрпе ярăнасси) енĕпе.
- Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи вăйлисене суйласа илĕç, Пушкăртстан командине йĕркелĕç. Вăл республика чысне, ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕнче, Пĕтĕм Раççейри инвалидсен виççĕмĕш спардакиадинче хÿтĕлĕ. Çĕршыв шайĕнчи ăмăрту март уйăхĕн 11-19-мĕшĕсенче Красноярск хулинче иртмелле. Команда шутне 10 çултан пуçласа 20 çула çитнĕ çамрăксем кĕрĕç,- тесе пĕлтерчĕç Çемье, ĕç тата халăха социллă хÿтлĕх паракан министерствăн пресс-службинче.