Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
25 Кӑрлач 2021, 19:30

Семен Елистратов Европа чемпионатĕнче çĕнтернĕ

Январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ĕпхÿ спортсменĕ Семен Елистратов шорт-трек енĕпе Европа чемпионатĕнче 1000 метра чупса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ĕпхÿ спортсменĕ Семен Елистратов шорт-трек енĕпе Европа чемпионатĕнче 1000 метра чупса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Чемпионат çак кану кунĕсенче Гданьске (Польша) хулинче иртнĕ. Пушкăртстан спортсменĕ çÿлерех асăннă дистанцие 1 минут та 24‚885 секкунд хушшинче чупса тухнă. Вăл Венгри тата Голланди спортсменĕсене хыçа хăварнă.
Пĕр кун маларах Пушкăртстанри шорт-трек шкулĕн воспитанникĕ 1500 метрлă дистанцие парăнтарса чемпион ята тивĕçнĕ пулнă.
Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕр кун хушшинче Семен Елистратова хăйĕн социаллă страницинче икĕ хутчен саламланă.
«...темле аван та мар))‚ анчах пирĕн спортсменсем çак кунсенче‚ çак сехетре çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тăваççĕ!!!»‚ - тесе çырнă Радий Фаритович.
Маларах ПР пуçлăхĕ пушкăрт спортсменĕсем пăр çинче мотоăмăрту енĕпе Раççей чемпионатĕнче‚ биатлон енĕпе Тĕнче кубокĕнче тухăçлă ăмăртни çинчен каласа панăччĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: