Паян, январӗн 26-мӗшӗнче, Пушкӑртстан пуҫлӑхӗн Радий Хабировӑн тӑваттӑмӗш ачи çуралнă. Малтанхи информаци тӑрӑх, Каринэ Хабирова ҫӗрле арçын ача ҫуратнӑ. Кун пирки "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей"регионти уйрăмĕн пуҫлӑхӗ Рустем Ахмадинуров ҫирӗплетнĕ. «Январь уйăхĕн 26-мĕшĕ пирӗншӗн кӑна мар, Хабировсен çемйишĕн те уйрӑмах паллă кун пулӗ. Майлă самантпа усӑ курса вӗсене тахçанах кĕтнĕ ывӑлĕ ҫуралнă ятпа саламлатӑп», - ҫырнӑ вӑл социаллӑ сетьсенчи страницинче.
Каринэ йывăр çын пулни юлашки уйӑхсенче никамшăн та вӑрттӑнлӑх пулмарĕ ӗнтӗ. Çакна социаллă сетьсене кăларнă сăн ÿкерчĕксем те, çав шутра республика ертӳҫи хӑй лартнисем те, ҫирӗплетрĕç.
Радий Хабиров пресс-конференцире пӗрремӗш мӑшӑрлӑ пурнӑҫĕнчен икӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрĕ тата Каринэпе пӗрлешсен çут тĕнчене килнĕ ывӑлĕ пурри, кӗҫех мӑшӑрӑн тата тепӗр ача ҫураласси пирки пĕлтернĕ. "Арçын ача е хĕр ача кĕтетĕр?" тесе ыйтсан çав кун Радий Хабиров «ача» тесе шÿтленĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.