Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Кӑрлач 2021, 13:15

Пушкăртстан студенчĕ президента ыйту панă

Ĕпхÿри нефтьпе техника университечĕн студенчĕ Данил Чемезов Раççей студенчĕсен кунĕнче Владимир Путин аслă вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухакансемпе тĕл пулнă мероприятие хутшăннă.

Ĕпхÿри нефтьпе техника университечĕн студенчĕ Данил Чемезов Раççей студенчĕсен кунĕнче Владимир Путин аслă вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухакансемпе тĕл пулнă мероприятие хутшăннă.
Данил Чемезов патшалăх пуçлăхĕнчен унăн Геленджикри керменĕ çинчен ыйтнă. В. Путин ăна хуравланă.
- Ыйту пама май пурри çинчен эпĕ тĕл пулу пуçланиччен 15 минут маларах çеç пĕлтĕм. Ыйту хатĕрлеме мана никам та пулăшман, ун пирки эпĕ никампа та канашламан. Эпĕ Раççей Федерацийĕ паракан, кашнин хăйĕн шухăшĕ пулма пултарать текен правопа усă курса президентран тÿррĕн ыйтрăм. В.Путин хуравĕ мана тивĕçтерчĕ, - тенĕ Данил Чемезов.
Ун сăмахĕсем тăрăх, юлташĕсем вăл трансляцие тухнине хавхаланса йышăннă, «эпир ун пек ыйту пама хăяймастăмăрччĕ» тенĕ.
- Пирĕн аслă вĕренÿ заведенийĕ ятĕнчен конференцие хутшăннисем - олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе парнеллĕ вырăнсене тивĕçнĕ, вĕренÿре пысăк тата вăтам балпа ĕлкĕрсе пыракан студенстем, - ăнлантарса панă Чемезов хăй конференцие епле лекни çинчен.
Данил Чемезов Иркутск облаçĕнчи Ангарск хулинче çуралса ÿснĕ. Вăл - профильлĕ олимпиадăсен çĕнтерÿçи. Данил Ĕпхÿри нефтьпе газ университетне вĕрентÿ пахалăхне кура суйлса илнĕ. Ун шучĕпе, университет нефтьпе газ специалисчĕсене ăнăçлă хатĕрлет, асăннă отрасль хальхи самана ыйтаканнисенчен пĕри шутланать.
Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Данил Раççей компанийĕсенчи нефтьпе газ тата газ уçлакан отрасльте ĕçлеме палăртать. Уйрăмах Арктикăри нефть вырăнĕсене тупса палăртса вĕсене хута яма кăмăллать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: