Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
26 Кӑрлач 2021, 14:10

Пушкăртстанра çÿп-çап уйăрмалли 10 çĕнĕ комплекс çитменни паллă

Республикăра çÿп-çап уйăрмалли 10 çĕнĕ комплекс çитменни çинчен çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев пĕлтернĕ.

Республикăра çÿп-çап уйăрмалли 10 çĕнĕ комплекс çитменни çинчен çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Борис Беляев пĕлтернĕ.
Паянхи кун тĕлне регионта çÿп-çап уйăрмалли 14 комплекс йĕркеленĕ. Анчах вĕсен хăвачĕ çителĕклĕ мар. ПР Экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ 2020 çулта каяшсен 26% уйăрнă. Пухăннă каяшсен çуррине пытарас тесен çÿп-çапсемпе усă курнин пайĕ 50% танлашмалла. Иртнĕ çулхине Пушкăртстанра коммуналлă хытă каяшсен 2 проценчĕпе çеç усă курнă.
Хытă каяшсемпе тепĕр хут усă курни экологие çăмăллăх кÿрет‚ çавăн пекех халăхшăн тариф хакне пĕр шайра тытса тăма май парать. Регион операторĕсем иккĕмĕш чĕр тавара хута ярса тунă тупăш пĕтĕмĕшле тупăшсен калăпăшне кĕрет. Ăна коммуналлă хытă каяшсене турттарнăшăн тÿлеве палăртнă чух шута илеççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: