Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Кӑрлач 2021, 18:50

Республика çулĕсем çинче 500 камера вырнаçтарĕç

Пушкăртстанра çулсем çинче çул-йĕр правилисене пăснине çирĕплетекен хушма камерăсем вырнаçтарма палăртаççĕ. Çак хыпара январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче республика пуçлăхĕн пресс-служби пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра çулсем çинче çул-йĕр правилисене пăснине çирĕплетекен хушма камерăсем вырнаçтарма палăртаççĕ. Çак хыпара январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче республика пуçлăхĕн пресс-служби пĕлтернĕ.
Паянхи кун тĕлне регионта 1015 камера хута янă. Вĕсен шутĕнче 946-шĕ вырăнтан куçманнисем. 2021 çулта çул-йĕр правилисене пăснине çирĕплетме тата 500 камера вырнаçтарĕç. Сăмах май çулăн пĕрремĕш кварталĕнче 50 камера хутшăнĕ. Асăннă мера вилĕм патне илсе çитерекен аварисен шутне чакарма пулăшасса шанаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: