Çакă ачасемпе çамрăксене тулли пурнăçпа пурăнайманнине саплаштарма тата общество пурнăçне явăçтарма пулăшать. Коллективри çĕнĕ пурнăç опычĕ ачана çут тĕнчене шанма‚ çынсемпе çывăхланма‚ сивĕ кăмăллă пулмасса вĕрентет. Килти евĕр ăшă лару-тăру‚ юратупа тимлĕх хăйсене шанма май параççĕ. Пелепей уйрăмĕн специалисчĕсем ачасен пурнăçне тĕрлĕ уявсемпе пуянлатма тăрăшаççĕ. Кунта йăпанмаллипе пĕлÿ паракан‚ спорт тата вылямалли‚ юрă-кĕвĕ мероприятийĕсем иртеççĕ.
- Ачасен аталанăвĕнче юрă-кĕвĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать‚ - тет музыка ертÿçи Наталья Васильевна. - Аудио çине çыртарнă юрăсене‚ паллах‚ чĕрĕ сасăпа шăрантарнисемпе танлаштарма пулмасть.
Çакна шута илсе реабилитаци центрĕн ертÿçи ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутатĕнчен Фиял Байтеряковран юрă-кĕвĕ инструменчĕ туянма пулăшу ыйтнă. Çĕнĕ çул кунĕсенче асăннă центр воспитанникĕсемпе педагогсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Вĕсене электропианино парнеленĕ.
- Ачасем - пирĕн пуласлăх. Çамрăк ăрупа ĕçлекен тата вĕсене пĕлÿ паракан педагогсем пулăшу ыйтсан айккинче юлма пултараймастпăр‚ - тенĕ Фиял Рифович хаклă парнене парнеленĕ май.
Реабилитаци уйрăмĕн ертÿçи Гульнара Гарифуллина депутата чунтан тав тунă, Ф.Байтеряков депутат пĕрремĕш хут мар пулăшу панине палăртнă.
Расима САБИТОВА. Пелепей хули.