Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Кӑрлач 2021, 13:28

Халăхпа тĕл пулса ĕçлемелле

ПР Правительство çуртĕнче иртнĕ черетлĕ канашлу вăхăтĕнче республика ертÿçи Радий Хабиров район тата хула пуçлăхĕсене кулленхи ыйтусене татса панă чухне халăхпа тĕл пулса ĕçлеме хушнă. Вăл иртнĕ çул санитарипе эпидемиологи чарăвĕсене пула ахаль çынсемпе çыхăну çухатнине, çавна пула обществăри лару-тăру пăлхануллă пулнине палăртнă.

-Эпир çынсемпе калаçма, тĕл пулма пăрахрăмăр. Чĕрĕ çыхăну çук, вĕсен ыйтăвĕсене те хут çырса çеç татса пама тăрăшатпăр. Çавна пула çынсен кăмăлĕ тарăхуллă та çилĕллĕ. Иртнĕ çул чи хумхануллă та пăлхануллисенчен пĕри пулчĕ. Çынсем вилеççĕ, унсăр пуçне вĕсене хамăрăн чарусемпе чăрмав кÿретпĕр. Çавна пулах халăх лăпкă мар. Халĕ çынсемпе хуллен çыхăнусем йĕркелеме тытăнмалла. Эпĕ чăн малтан обществăлла палатăн вырăнти йышне çирĕплетме ыйтатăп. Унта пуçаруллă тата хăйсен çĕнĕ шухăшĕсене калама пултаракан çынсене суйламалла. Тепĕр чухне вĕсем влаçра ларакансем пек шутламаççĕ, çакă та кирлĕ пулăм. Район, хула пуçлăхĕсен çынсене йышăнассине çĕнĕрен йĕркелесе ямалла. Мĕншĕн тесен вĕсен татса паман ыйтусем питĕ нумай пухăннă, эсир çакна хăвăр та куратăр. Чĕрĕ хутшăнусем пулсан, халăх кантур чÿречи е алăкĕ умĕнче тăмĕ. Çынсен ыйтăвĕсем пурте кулленхи пурнăçпа çыхăннă: камăн-тăр юр тасатмаççĕ, камăн-тăр подъездсенче йĕрке çук, виççĕмĕшне ĕç вырăнĕ кирлĕ, - тенĕ республика пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: