Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Кӑрлач 2021, 14:30

Пушкӑртстанăн икӗ районӗнче килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем валли заповедник тăвасшăн

Ĕпхÿри "Рекс" компани тӗп хула çывăхĕнче заповедник тума сӗннĕ. Пуçару асăннă организацийӗн директорӗнчен Муратби Рубжановран тухнӑ.

Ĕпхÿри "Рекс" компани тĕп хула çывăхĕнче заповедник тума сĕннĕ. Пуçару асăннă организацийӗн директорӗнчен Муратби Рубжановран тухнӑ. Пулма пултаракан ҫӗнӗлӗхсене ПР Патшалăх Пухăвĕн аграри, экологи тата ҫут ҫанталăкпа усă курас ыйтусемпе ĕçлекен комитет председателӗн çумĕ Руфина Шагапова йĕркеленĕ çавра сĕтел ĕçĕнче сÿтсе явнӑ.
Муратби Рубжанов шухăшĕпе, Ĕпхÿ хулинче приют тумаллах. Соцучреждени валли килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем ирӗклӗн куҫса ҫӳреме пултаракан территори уйӑрмалла. Ҫавӑн пекех унта тăррине витнӗ ӑшӑ тата карантин вольерсем, лазарет, административлӑ ҫурт вырнаҫӗҫ.
Ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов асăннă шухăша ырланă. Ҫавӑн пекех вӑл заповедник валли Иглин тата Архангельск районӗсенче территорисем уйăрса пама сӗннӗ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: