Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Кӑрлач 2021, 14:55

Спорт объекчĕсемпе лапамĕсене хăпартма 20 млн тенкĕ

Пушкăртстан 2021 çулта спорт объекчĕсемпе лапамĕсен строительство ĕçне пурнăçлама федераллă бюджетран 20 млн тенкĕ илме тивĕçнĕ.

Пушкăртстан 2021 çулта спорт объекчĕсемпе лапамĕсен строительство ĕçне пурнăçлама федераллă бюджетран 20 млн тенкĕ илме тивĕçнĕ. Раççей Правительствин председателĕ Михаил Мишустин физкультурăпа спорт занятийĕсене ирттермелли объектсем хăпартма 78 региона 2 млрд тенкĕ уйăрса парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă.
«Федераллă субсидисемпе усă курса хуласемпе ял-саласенче физкультурăпа сывлăха сиплемелли 100 комплекс хăпартма палăртатпăр. Вĕсен шутĕнче çĕнĕ спорт объекчĕсем тата футбол лапамĕсем те. Вĕсенче хальхи вăхăтри гимнастика хатĕрĕсем‚ спорт инвентарĕсем‚ тулли пурнăçпа пурăнаймансем валли ятарлă тренажерсем пулĕ绂 - тенĕ ăнлантару çырăвĕнче.
Псковскпа Саратов облаçĕсем чи пысăк федераллă субсидисем‚ 60-шар млн тенкĕ‚ илме тивĕçнĕ. 18 региона 40-шер‚ ыттисене 20-шер млн тенкĕ уйăрса панă. Çав шутра Пушкăртстан та.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: