Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
27 Кӑрлач 2021, 13:50

Талăкне 60 тонна ытла сĕт суса илеççĕ

Январь уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне Ермеккей районĕнчи «Северная Нива Башкирия» ял хуçалăх предприятийĕ сĕт суса илессипе регионти пысăк компанисен рейтингĕнче мала тухнă.

Январь уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне Ермеккей районĕнчи «Северная Нива Башкирия» ял хуçалăх предприятийĕ сĕт суса илессипе регионти пысăк компанисен рейтингĕнче мала тухнă.
Кунта талăкне 66 тонна ытла сĕт суса илеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа предприятинче пĕтĕмĕшле 1,2 пин тонна продукт туса илнĕ. «Северная Нива Башкирия» регионти чи пысăк инвестици проекчĕсенчен пĕрне (сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине) пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлет. Комплекс тин çеç вăй илнине шута илсен, кăтартусем татах та ÿсмелле-ха.
Хальлĕхе вĕсен тĕп конкуренчĕ Чекмагуш районĕнчи «Базы» СПК çеç. Кунта талăкри сĕт сăвăмĕн виçи 63 тоннăпа танлашать. Январь уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче талăк пуçне 36,2 пин тонна сĕт суса илнĕ. Çакă иртнĕ çул кăтартăвĕнчен 334 тонна нумайрах.
Оперативлă кăтартусем тăрăх, 2020 çулта таварлăх сĕт производстви (пурĕ 1,6 млн тонна суса илнĕ) 2019 çулхи кăтартусемпе танлаштарсан 15 пин тонна ытларах. Сăвăм виçи ÿсни иртнĕ çулсенче инвестици проекчĕсене хута янипе çыхăннă.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: