Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Кӑрлач 2021, 17:25

Владимир Путин Джо Байдена саламланă

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Джо Байдена АПШ Президенчĕн постĕнче ӗҫлеме пуҫланă ятпа телефон урлă саламланă.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Джо Байдена АПШ Президенчĕн постĕнче ӗҫлеме пуҫланă ятпа телефон урлă саламланă. В. Путин палăртнă тăрăх, Мускавпа Вашингтон хушшинчи хутшӑнусене йӗркене кӗртни РФ интересӗсене çеç мар, штатсенне те, ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗхӗн интересĕсене те витĕм кÿрĕччĕ.
В. Путинпа Д.Байден стратегилле тапăнмалли хĕç-пăшала (СНВ-3) сахаллатассипе çыхăннă килĕшĕве малалла тăсасси пирки калаçса татăлнă. Владимир Путинпа Джо Байден калаçăвĕ ĕçлĕ те уççăн иртнĕ. Президентсем хĕç-пăшала сахаллатасси пирки кăна мар, кăшăлвируса хирĕç кĕрешессипе, суту-илÿпе, экономикăпа çыхăннă ыйтусене те хускатнă. Икӗ патшалӑх пуçлăхĕ пĕр-пĕринпе çыхăну тытасси пирки калаçса татăлнă.
Маларах Байден АПШпа Раҫҫей хушшинчи йывӑрлӑхсем СНВ-3 килĕшĕвне малалла тăсма чăрмантармаççĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Договор вăхăчĕ кăçалхи февраль уйăхĕнче вĕçленет.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: