Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Кӑрлач 2021, 14:35

Выляса илес шутпа 112 пин тенкӗ куҫарнӑ

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан хĕрарăм выляса илес шутпа мошенниксене 112 пин тенкӗ укҫа куҫарнă.

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан хĕрарăм выляса илес шутпа мошенниксене 112 пин тенкӗ укҫа куҫарнă.
Вăл хăйне улталани пирки Раççей Шалти ĕçсен министерствин Ĕпхÿ хулинчи 7№ полици уйрӑмне заявлени çырса панă.
Малтанхи кӑтартусем тӑрӑх, хĕрарăм социаллӑ сетьре конкурс ирттересси çинчен пӗлтерӳ курнӑ. Унта икӗ хут нумайрах укçа илме пулать тесе çырнă пулнă. Сĕнÿпе интересленсе хĕрарăм ссылка тӑрӑх иртсе мессенджерсен ушкăнне куçнă.
Ун хыççăн ӑна конкурс вунӑ тапхӑрпа иртесси ҫинчен пӗлтернӗ, кашни хутĕнчех асӑннӑ счет ҫине укҫа куҫармалла тенĕ.
Укҫа куҫарнă хыççăн ушкӑн администраторӗ хыпарсем ҫине хуравлама пăрахнӑ. Хӗрарӑм полицие васканӑ.
- Хальхи вӑхӑтра ҫак фактпа тӗрӗслев иртет, унӑн результачӗсем тӑрӑх, кирлĕ йышăну тăвĕç, - пӗлтернӗ Раҫҫей ШĔМĕн Ĕпхÿ хулинчи управленийĕн пресс-служби.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: