Пур хыпар та
Новости
28 Кӑрлач 2021, 14:45

352 пин ытла çемье ача амăш капиталĕн сертификатне илнĕ

Пушкăртстанра ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли саккун вăй илнĕренпе 352 пин ытла çемьене ача амăш капиталĕн сертификатне панă. Пушкăртстан Республикинчи Пенси фончĕн уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ вĕсенчен 16 пине яхăн çемье заявлени çырмасăр илнĕ.

Паянхи кун тĕлне çемьесен 68% ача амăш капиталĕн укçи-тенкипе пĕтĕмпех усă курнă. Çакă 114 млрд тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулхине ача амăш капиталĕнчен тÿлев пама 10‚7 млрд тенкĕ уйăрнă.
Астутаратпăр‚ 2021 çултанпа пĕрремĕш пепкешĕн ача амăш капиталĕ 483 881‚83 тенкĕпе танлашать. Çак хисепе икĕ ачаллă çемьесем те‚ енчен те иккĕмĕш ачи 2020 çулччен çуралнă‚ ашшĕ-амăшĕ сертификат илме заявлени тăратман е капитал укçи-тенкипе пачах та усă курман пулсан‚ илме пултараççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ пĕрремĕш ачашăн амăш капиталĕн сертификатне маларах илнĕ‚ унтан çемьере тата ача çуралнă е усрава илни пулсан‚ патшалăх пулăшăвĕн виçи 155 550 тенке ÿсет.
639 431‚ 83 тенкĕпе танлашакан сертификата 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕччен иккĕмĕш‚ виççĕмĕш е ун хыççăн ача çуралнă‚ анчах маларах ача амăш капиталĕн сертификатне илмен çемьесем тивĕçеççĕ.
Иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа ача амăш капиталĕн сертификатне заявлени çырмасăр илме пулать. Ăна Госуслуги порталти амăшĕн уйрăм кабинетне ярса параççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: