- 2021 çулхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен налог органĕсен структуринче пысăк налог тÿлекенсемпе, уйрăм çынсемпе ĕçлеме çĕнĕ ятарлă налог инспекцийĕ йĕркелĕç, - пĕлтернĕ Федераллă налог службинче.
Пысăк налог тÿлекенсемпе ĕçлекен Федераллă налог службин регионсем хушшинчи инспекцийĕ пысăк таххутлă, 500 млн тенкĕрен ытла тупăш илекен уйрăм çынсен докуменчĕсене, налог тÿлессине асăрхаса тăрĕ.
«Вĕсем ют çĕршыв компанийĕсемпе çыхăну тытнине, чикĕ леш енче операцисемпе счетсем пуррине, çавăн пекех налог хурăнакан инвестици евĕрлĕ операцисене тĕрĕслесе тăраççĕ», - палăртнă Федераллă налог службинче.
Унсăр пуçне пурлăхлă Раççей çыннисене налог хурасси уйрăм пĕлÿ ыйтать, мĕншĕн тесен укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăр операцисемпе çеç мар, налог хурассипе çыхăннă пĕтĕм тĕнчери килĕшÿсемпе ĕçлеме тивет.
Экспертсен шухăшĕпе, ĕçре ун евĕр модельпе усă курни саккун хушнине пысăк пахалăхпа пурнăçлама май парать.
«Çĕнĕ инспекцисем туни уйрăм условисем йĕркеленине тата налог органĕсен ĕç йĕркине улăштарассине пĕлтермест. Вĕсем пур налог тÿлекеншĕн те пĕрех», - тенĕ Федераллă налог службинче.