Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
28 Кӑрлач 2021, 18:35

Республикăра кăçал та çĕнĕ автобуссем туянĕç

2021 çулта «Башавтотранс» патшалăхăн унитарлă предприятийĕ пассажирсем турттарма лизинг майĕпе вăтам шăнăçакан 120 çĕнĕ автобус туянма палăртать. Çакăн çинчен ПР транспорт тата çыхăну министрĕ Алан Марзаев пĕлтернĕ.

2021 çулта «Башавтотранс» патшалăхăн унитарлă предприятийĕ пассажирсем турттарма лизинг майĕпе вăтам шăнăçакан 120 çĕнĕ автобус туянма палăртать. Çакăн çинчен ПР транспорт тата çыхăну министрĕ Алан Марзаев пĕлтернĕ.
2019-2020 çулсенче республикăри транспорт реформине пула «Башавтотранс» пурĕ тĕрлĕ виçепе пассажирсем шăнăçакан 723 автобус туяннă. Вĕсенчен 425-шне Ĕпхÿри тата ун çумĕнчи вырăнсенчи пассажирсене турттарма уйăрнă. Ыттисене, 298 автобуса, республикăри районсемпе хуласенчи муниципалитетсене уйăрса панă.
2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне «Башавтотранс» предприяти 19 регионсем хушшинчи маршрута автобуссемпе тивĕçтернĕ. Пурĕ çак ĕçе 26 автобус явăçтарнă. Иртнĕ çулхи март уйăхĕнчен пуçласа, пассажирсен шучĕ чакнине пула, регионсем хушшинчи 12 маршрута вăхăтлăха чарса лартнă. Малашне май уйăхĕнче вĕсенчен тăваттăшне çĕнĕрен уçма хатĕрленеççĕ. Çуллахи кунсенче тепĕр 5 маршрута хута ямалла. Вĕсем Соль Илецк курорт хулана çити тăсăлĕç. Çапла майпа çу кунĕсенче, пассажирсен шучĕ чи нумай пулнă вăхăтра, «Башавтотранс» хăйĕн автобсĕсене 28 регион хушшинчи маршрут çине кăларĕ. Çак маршрутсем çинче 34 автобус ĕçлемелле.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: