Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
28 Кӑрлач 2021, 19:30

Шкул ачине РФ Президенчĕ ятĕнчен парне парнеленĕ

Ĕпхÿ районĕнче пурăнакан 17 çулхи Артур Ганиев Çĕнĕ çул умĕн çĕршыв пуçлăхне Владимир Путина çыру çырнă. Шкул ачи унран алă пуснă портретне ыйтнă.

Ĕпхÿ районĕнче пурăнакан 17 çулхи Артур Ганиев Çĕнĕ çул умĕн çĕршыв пуçлăхне Владимир Путина çыру çырнă. Шкул ачи унран алă пуснă портретне ыйтнă. Январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пушкăртстанри тĕп федераллă инспектор президентăн йышăну кабинетĕнче çамрăк качча парнене тыттарнă. Михаил Закомалдин Артема вĕренÿре ăнăçу тата сывлăх суннă.
Артем Ганиев Булгаковăра пурăнать‚ лицейра лайăх паллăсемпе вĕренет. Çапах та пулас профессине суйласа илмен-ха.
- Эпĕ - патриот‚ хамăр çĕршыва юрататăп. Президента тунă ĕçĕсемшĕн хисеплетĕп. Вăл маншăн чăн-чăн арçын‚ ертÿçĕ тĕслĕхĕ шутланать. Эпĕ çырăрура Владимир Владимировичпа тĕл пулма‚ пĕрле сăн ÿкерчĕк тума ыйтрăм. Малашлăхра манăн ĕмĕтсем пурнăçланасса шанатăп‚ – тенĕ Артем.
Президентăн йышăну кабинетĕнче шкул ачи валли экскурси йĕркеленĕ‚ ăна учреждени ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: