Пушкăртстан вилессипе кĕрешме 20 млрд тенкĕ уйăрĕ. Çакăн çинчен Радий Хабиров январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче ПР Патшалăх Пухăвне янă Уçă çырăвĕнче пĕлтернĕ.
- Чи хакли пирĕншĕн - çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ. Çавăнпа та 2021 çула Сывлăхпа пуçаруллă вăрăм ĕмĕр çулĕ тесе ят патăмăр. Вилĕмлĕхе палăрмалла чакарасси - пирĕн тĕллев, - пĕлтернĕ республика ертÿçи.
Çавăн пекех вăл пĕтĕмĕшле диспансеризаци ĕçĕ çĕнĕрен пуçланни, ковид профилактикипе сипленÿ практики аталанни çинчен каланă. Кăшăлвируспа чирлесе ирттернисен сывлăхне республикăри санаторисенче çирĕплетмелли программăна хута янă. Уйрăмах аслă ÿсĕмри çынсен сывлăхне çирĕплетмелли, ĕмĕрне вăрăмлатмалли майлă условисем туса парассине тимлĕх уйăрнă. Ку ĕç шутне медицина çеç мар, сыватмалли физкультура, пушă вăхăт, пултарулăх, клуб ĕç-хĕлĕ, пĕтĕмĕшле пурнăç йĕрки те кĕреççĕ.
Çавăнпа та республикăра хоспис, кардиоцентрăн хирурги корпусне хăпартаççĕ. Ачасен онкологипе гематологи центрне тума палăртаççĕ.
- Çитес çулта сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетмелли программа пуçлăпăр, уйрăмах ялсенче. Вилессин тĕп сăлтавĕсене сирме, медицина пулăшăвне майлă тума 20 млрд тенкĕ уйăрăпăр. Çынсем пушарта вилнинчен, çул-йĕр тата ытти инкексенчен сирмелли ĕçсене вăйлатăпăр, - хушса каланă Пушкăртстан пуçлăхĕ.