Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Кӑрлач 2021, 20:05

Бизнеса аталантармалли тата инвестицине явăçтармалли мелсене палăртнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ПР Патшалăх Пухăвне тухнă Уçă çырура малашнехи тĕллевсене палăртна май бизнеса аталантармалли тата инвестицине явăçтармалли мелсем çинче те чарăнса тăчĕ тесе хак панă ПР Суту-илÿпе промышленность палатин ертÿçи Тимур Хакимов.

- Республика пуçлăхĕ пандеми вăхăтĕнче регионти экономика тĕреклĕхĕн запасĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Предприятисем инвестици программисене чакармарĕç. Промышленноçри гигантсем вара, Ĕпхÿри моторсем тăвакан промышленноç пĕрлĕхĕ (УМПО), «Башнефть», «Газпром нефтехим Салават», модернизаци туса ирттерчĕç, çĕнĕ производствăсем уçма пултарчĕç»,- тенĕ Суту-илÿпе промыленность палатин ертÿçи.
Çавăн пекех вăл республикăри влаç тытăмĕ бизнеса налог енĕпе çăмăллăхсем туса парса тата пурлăхпа укçа-тенкĕ енчен пулăшса 50 пин предпринимателе сывлăш çавăрса яма майсем туса панине палăртнă.
- Пушкăртстан пуçлăхĕ пирĕн ума промышленность экономикин çĕнĕ шайне йĕркелеме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра тепĕр ятарлă экономика зонине пуçарса ярассипе ĕçлеççĕ. Ăна «Долина» техникăпа ĕçе кĕртмелли зона тесе ят панă. Çак ыйтăва татса парсан тата та ытларах инвестици явăçтарма, наука отрасльне, çÿллĕ шайри технологипе продукци туса кăларассине, услам ĕçне аталантарма майсем пулаççĕ,- тесе шутлать Тимур Хакимов.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: