«Кăçалхи февраль-март уйăхĕсенче Пушкăртстанра пуçласа Туймазă хулинче пластик бутылкăсемпе тимĕр банкăсем пухакан фандомат вырнаçтарĕç. Çак хатĕрĕн хакĕ 500 пин тенкĕлесе тăрать»,- тесе пĕлтернĕ ПР Экологи тата çут çанталăк министерстви.
Ведомство ăнлантарса панă тăрăх, пластик бутылкăсен пĕр килограмне, çуса тасатса тĕрлĕ тĕслисем çине уйăрнă хыççăн, 20-25 тенкĕпе йышăнаççĕ. Фандомата парас пулсан çак чĕр тавар хакĕ пĕр тенкĕпе танлашать. Хак 20 хут йÿнелни фандомата тытса тăрассипе çыхăннă тăкаксенчен (çутăпа тивĕçтересси, хурал системине йĕркелесси, хатĕр ĕçлекен программăна пăхса тăрасси) килет . Çавăн пекех бутылкăсене çăвассипе тĕссем çине уйăрасси те кĕрет.
Фандомата вырнаçтарнă чĕр таваршăн чĕрĕ укçа-тенкĕпе тÿлемеççĕ, ăна «Алга» транспорт карти çине куçараççĕ. Çавăн пекех фандомата чĕр тавар вырнаçтаракан çынсем кил-çуртри коммуналлă хытă каяшсшăн тÿленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курма пултарĕç. Хальлĕхе çак ыйтăва татса паман, анчах та вăл пурнăçа кĕмелле. Ун чухне чĕр тавара вырнаçтарнăшăн фандомат шрих-кодпа чек парать. Çав чека хула-ялсенче пурăнакансен регионти операторсен офисне илсе çитермелле, лешсем вара тивĕçлĕ укçана сирĕн пайăр (лицевой) счет балансĕ çине куçарĕç.
ПР экологи тата çут çанталăк министрĕн пĕрремĕш çумĕ Нияз Фазылов фандоматсем вырнаçтарассине хальхи вăхăтра Ĕпхÿ хулинчи предпринимательсемпе те сÿтсе явнине пĕлтернĕ.