Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Кӑрлач 2021, 13:30

Пушкăртстанра кинемисем те хоккей выляççĕ

Социаллă сетьсенче наци костюмĕсем тăхăннă карчăксем хоккей вылянине ÿкернĕ видеоролик анлă сарăлса пырать. Пушкăртстанра Сывлăх тата хастарлăха вăрах ĕмĕр упрамалли çулталăк пулнине шута илсен, кăçалхи çулшăн ку уйрăмах актуаллă.

Видеоролика «Урă ял» конкурса пуçласа хутшăнакан Баймак районĕнчи Нижнеяикбаево ялĕнче ÿкернĕ.
- Çав кун пирĕн хĕрарăмсем Киндер кÿлли çине (унта ятарласа каток тунă) тирпейлеме тухнăччĕ. Каток çинче пĕр кун маларах «Пысăк хоккей» вăйă иртнĕччĕ. Ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн чей ĕçме шутларăмăр, çавăнпа та наци тумĕсене тăхăнтăмăр, шурă тутăрсем çыхрăмăр. Алăсене клюшкăсем тытнă хыççăн чăтса тăраймарăмăр, кăшт выляса илме шутларăмăр. Пĕр хĕрарăмăн мăнукĕ вăййа ÿкернĕ те интернета лартнă, - ăнлантарса панă «Урă ял-2020» конкурсăн вырăнти кураторĕ Гулемеш Ишмурзина
Нижнеяикбаево ялĕнче 100 яхăн çын пурăнать. Тĕлĕнмелле командăна аллă çултан пуçласа çитмĕл çула çитичченхи хĕрарăмсем пуçтарăннă. Уçă сывлăшри турнир хыççăн ватăсен кăмăлĕсем кунĕпех хаваслă пулнине те палăртмалла.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: