Раевкăри сахăр завочĕ 548 пин тонна кăшманран 81 пин тонна сахăр туса илнĕ. Иртнĕ çул вăл республикăри 14 районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен шăпах çакăн чухлĕ чĕр тавар йышăннă пулнă. Халĕ предприяти тепĕр ĕç сезонне хатĕрленме пуçлать.
- Иртнĕ çул кăшман çитĕнтерекенсем лайăх тухăç илчĕç, ăна пухса илме çанталăк условийĕсем те кăмăллă пулчĕç. Чĕр таварăн тасамарлăхĕ 8,4 %, сахăр шайĕ 18,5 % танлашнă,- пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.
«Раевсахар» ОООпа «Карламанский продукт» ООО тата ытти предприятисемпе пĕрле «Пушкăрт сахăр компанине» кĕреççĕ. Вăл 2020 çулхи çулларан пуçласа Мансур Латыпов предпринимателĕн «Стар Нафта» управляющи компанипе пĕрлешнĕ. Иртнĕ çул предприятинче модернизаци иртнĕ, çĕнĕ хуçа реконструкци тума палăртать. Пĕтĕмĕшле инвестпроект виçи 930 млн тенкĕпе танлашмалла, ăна, чи малтан тумалли ĕçсен шутне кĕртнĕ май, çывăх вăхăтра пурнăçламалла.
Çавăн пекех Чишмари сахăр заводĕнче те çĕнетÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Кашни предприяти талăкра 6 пин тонна сахăр кăшманне пылак продукта çавăрмалла. Хальхи вăхăтра «Раевсахар» ООО - 4,5 пин , Чишмари сахăр завочĕ 3 пин тонна чĕр тавара ĕçе ярать.
Паянхи кун тĕлне икĕ завод 170 пин тонна сахăр туса кăларнă. Çакă вăл кашни çын пуçне тăкакланакан çулталăкри нормăна (Раççейре çав виçе 24 кг танлашать, анчах та чăн пурнăçра икĕ хут нумайрах усă кураççĕ) тивĕçтерме çитмелле.
Заводсен умĕнче 2-3 çул хушшинче сахăр туса кăларассине 300 пин тонна çитермелли тĕллев тăрать тесе пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче.
Мелеузри сахăр завочĕн ĕçне 2020 çулхи январь уйăхĕнче «сахăр кризисне» пула чарса лартма тивнĕ. Ун чухне 2019 çулта кăшман тухăçĕ пысăк тухăçлă пулнăран сахар хакĕ чакнăччĕ. Çакă шăпах предприяти ĕçĕ-хĕлĕ çине сиен витĕм кÿнĕ.