Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Кӑрлач 2021, 18:50

Шкул ачи тăван мар ашшĕнчен йывăрлă юлнă

Пушкăртстанри пĕр районти çемьере çул çитмен хĕр ачапа тăван мар ашшĕ арлăх çыхăнăвне кĕни çиеле тухнă.

Пушкăртстанри пĕр районти çемьере çул çитмен хĕр ачапа тăван мар ашшĕ арлăх çыхăнăвне кĕни çиеле тухнă.
«Башинформ» агентство пĕлтернĕ тăрăх, больницăна çул çитмен хĕр ача килнĕ. Тухтăрсем ăна тĕрĕсленĕ май вăл йывăрлă пулнине пĕлнĕ. Маларах шухăшласа ăнкарнă тăрăх, ачан ашшĕ, хĕр ачан тăван мар ашшĕ, 25 çулхи арçын пулма пултарать. Медицина ĕçченĕсем çакăн çинчен йĕрке хуралçисем патне пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен çакăн евĕр лару-тăрура закон çапла тума ыйтать.
- Арçынна тытса чарнă. Шутланă тăрăх, арлăх çыхăнăвĕ пусмăрланă, хĕсĕрленĕ пулăмпа тÿр килмест,- тенĕ çак хыпара пĕлтерекен.
Республикăри Следстви комитечĕн пресс-служби асăннă фактпа «вун ултă çула çитмен çынпа арлăх çыхăнăвне тата ытти интимла хутшăнăва кĕнĕшĕн» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнине çирĕплетнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: