Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Кӑрлач 2021, 14:35

Шыв автомачĕсене çĕмĕрекене тытса чарнă

Ĕпхÿ хулинче шыв сутакан автомата монтировкăпа уçса укçа вăрлакан çынна тытса чарнă.

Ĕпхÿ хулинче шыв сутакан автомата монтировкăпа уçса укçа вăрлакан çынна тытса чарнă.
Шалти ĕçсен министерствин тĕп хулари управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче хулара шыв сутакан автоматсенчи укçана вăрланă темиçе тĕслĕхе тупса палăртнă. Вăрăсем 11 пин тенкĕ ытла нухрат çаратнă.
Çак кунсенче саккуна хирĕçле ĕç тунă çынна тытса чарнă. Вăл Ĕпхÿ хулинче пурăнакан, маларах та çакăн евĕр преступлени тунăшăн судпа айăпланă 22 çулхи арçын пулса тухнă.
Малтанхи тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ кăтартусем тăрăх, янтă укçана хапсăнакан автоматсене монтировкăпа çĕмĕрсе ун ăшĕнчи пурлăха кăларса илнĕ, унтан вырăнтан çухалнă. Вăрласа пуйнă укçа-тенке арçын хăйне кирлĕ пек тăкакланă.
Хальхи вăхăтра арçын çакăн евĕр ултă преступлени тунине уçăмлатнă. Айăплă çынна следстви изоляторĕнче тытаççĕ. Кашни пулăмпа уйрăм уголовлă ĕç пуçарнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: