Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Кӑрлач 2021, 18:35

СССР халăх артисчĕ Василий Лановой вилнĕ

Иртнĕ каçхине миллион кураканăн юратнă артисчĕ, СССР халăх артисчĕ, театр педагогĕпе общество хастарĕ Василий Лановой вилсе кайни çинчен хурлăхлă хыпар çитнĕ. Вăл 87 çулта пулнă. Массăллă информаци çăлкуçĕсенчен актер кăшăлвирус чирĕпе чирлени тата юлашки кунĕсене реанимацире ирттерни çинчен паллă.

Иртнĕ каçхине миллион кураканăн юратнă артисчĕ, СССР халăх артисчĕ, театр педагогĕпе общество хастарĕ Василий Лановой вилсе кайни çинчен хурлăхлă хыпар çитнĕ. Вăл 87 çулта пулнă. Массăллă информаци çăлкуçĕсенчен актер кăшăлвирус чирĕпе чирлени тата юлашки кунĕсене реанимацире ирттерни çинчен паллă.
Василий Семенович Лановой 1934 çулхи январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мускав хулинче çуралнă. Мускаври патшалăх университетĕнче журналистика факультетĕнче вĕреннĕ, 1957 çулта Б. Щукин ячĕллĕ Театр училищине пĕтернĕ. 1957 çултанпа Е. Вахтангов ячĕллĕ Патшалăх академи театрĕнче вăй хунă. Миллион куракансемшĕн В. Лановой кинори сăнарсемпе асра юлнă. Вăл «Алые паруса», «Война и мир», «Анна Каренина», «Офицеры», «Семнадцать мгновений весны» тата ытти чаплă киносенче вылянă.
Василий Семенович пушкăрт драматургĕн Азат Абдуллинăн драми тăрăх «Тринадцатый председатель» фильм-спектакльте тĕп роль выляни те паллă.
1985 çултан Василий Лановой Б. Щукин ячĕллĕ театр институтĕнче сцена пуплевĕ (сценическая речь) предмет илсе пынă. Каярах актер профессор, кафедра заведующийĕ пулнă.
В. С. Лановой Ленин премин лауреачĕ, Раççей Федерацин Ĕç Паттăрĕ, III тата IV степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсен кавалерĕ ятсене тивĕçнĕ. Ăна Халăхсен туслăхĕ орденпа, Хисеп орденĕпе, Андрей Первозванный орденпа, II степеньлĕ Аслă Петĕр орденĕпе, Çветтуй Станислав орденĕпе, «За рыцарство» орденпа, Александр Невскин орденĕпе наградăланă.
Василий Семенович пĕрре мар Ĕпхÿре пулнă. Юлашки хут 2016 çулта Е. Вахтангов ячĕллĕ театр гастрольпе çÿренĕ чух килнĕ. Вăл вăхăтра хăйне лайăх мар туйнипе актер пысăк шайри пултарулăх тĕл пулăвне пăрахăçланă, анчах та пур спектакльсенче те хăйĕн сăнарне вылянă.
Читайте нас: