Раççейре февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа социаллă тÿлевсен виçи ÿсмелле. Çак индексаци РФ Пенси фончĕ тÿлекен пособисене çеç пырса тивет.
«Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейри 14,7 млн çын уйăхсерен укçан илекен пособи виçи 4,9 % ÿсмелле. Вĕсем федераллă çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Çак шута çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансем, радиацие пула сиенленнисем, Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсем, Социализмла Ĕç Паттăрĕсем тата ытти граждансем кĕреççĕ. Индексаци виçине 2020 çулти инфляци шайне пăхса палăртнă»,- тесе пĕлтернĕ ТАСС РФ Пенси фончĕн информацийĕ çине таянса.
Унсăр пуçне уйăхсерен укçа тÿлевне илекен граждансем социаллă çăмăллăх пуххипе усă кураççĕ пулсан вĕсен те пулăшу пуххин виçи 4,9 % ÿсмелле. Социаллă çăмăллăх пуххин пĕр уйăхри виçи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 1211 тенкĕ те 66 пуспа танлашмалла. Çав шутра эмелсем туянма пĕр уйăха – 933 тенкĕ те 35 пус, санаторипе курорт сиплевĕ валли - 144 тенкĕ те 37 пус, транспорт çинче укçасăр çÿреме 134 тенкĕ те 4 пус пулать.
Çавăн пекех февраль уйăхĕнчен çын вилсен Пенси фончĕ унăн тăванĕсене ăна пытарма паракан пособи виçи те ÿсмелле. Вăл 6424 тенкĕ те 98 пуспа танлашмалла. Ăна вилнĕ çын ниçта та ĕçлеменнисене çеç тÿлеççĕ.