Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Кӑрлач 2021, 15:20

Ĕпхÿри икĕ аслă шкула пĕрлештерме шутлаççĕ

Пушкăртстан пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Александр Сидякин Пушкăрт патшалăх университечĕпе Ĕпхÿри авиаципе техника университетне пĕрлештересси пирки хайĕн шухăшне пĕлтернĕ. Çак темăна юлашки вăхăтра вĕрентÿ сферинче тăтăшах хускатаççĕ.

Пушкăртстан пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Александр Сидякин Пушкăрт патшалăх университечĕпе Ĕпхÿри авиаципе техника университетне пĕрлештересси пирки хайĕн шухăшне пĕлтернĕ. Çак темăна юлашки вăхăтра вĕрентÿ сферинче тăтăшах хускатаççĕ.
- Пĕрлешесси çинчен калаçу халăх хушшинче çÿрет. Мĕнле формăпа тата хăш аслă шкулсем пĕрлешессине университетсем хăйсем çеç калама пултараççĕ. Эпир çакăн пек сĕнÿ пама пултаратпăр, анчах та юлашки сăмаха калакансем тата йышăну тăвакансем коллективсем пулĕç,- тенĕ Александр Сидякин.- Мĕншĕн тесе пĕрлешнипе аслă шкулсем пайтине çеç кураççĕ. Наука тĕпчевĕсем ытларах тунипе университет федераллă бюджетран ытларах укçа-тенкĕ илĕ. Наука ĕçĕсен кăтартăвĕсене ют çĕршывсене ăсатма пултарĕ. Çакăн пек пысăк университетпа ытти аслă шкулсенчи тата ют çĕршывсенчи специалистсем те интересленсе тăрĕç. Çапла майпа вăл наука карти çинче ытларах та палăрмалларах курăнĕ.
Республика пуçлăхĕн Администраци ертÿçин шухăшĕпе аслă шкулсене пĕрлештересси Раççейри мĕнпур регионсемшĕн тренд пулса тăрать.
-Пысăк университет вăл яланах ытларах майсемпе усă курать - лабораторисем тăвассипе, пултаруллă ăсчахсене суйласа илсе явăçтарассипе. Эпĕ университетсем çĕршывĕпех пĕрлешме тытăнĕç тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен регионти аслă шкул пĕтĕмĕшле конкурецине чăтаймасть. Регионти вĕренÿ учрежденийĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла мар. Пирĕн республикăри 6 аслă шкулăн студентсемшĕн кĕрешсе пĕр-пĕринпе ăмăртма кирлĕ мар, вĕсен ытти регионсемпе ют çĕршывсенчи студентсемшĕн пуç ватмалла. Çакă тĕп тĕллев пулса тăрать,- малалла уçăмлатнă хăйĕн шухăшне Александр Сидякин.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: