Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
31 Кӑрлач 2021, 18:14

Шкулсенчи апат пахалăхĕ 68 % ашшĕ-амăшне тивĕçтерет

Пушкăртстанри Обществăлла палата ашшĕ-амашĕсен хушшинче республикăри шкулсенчи пуçламăш классенчи ачасен вĕри апатăн пахалăхĕ тивĕçтернипе тивĕçтерменни пирки интернет-ыйтăм йĕркеленĕ.

Пушкăртстанри Обществăлла палата ашшĕ-амашĕсен хушшинче республикăри шкулсенчи пуçламăш классенчи ачасен вĕри апатăн пахалăхĕ тивĕçтернипе тивĕçтерменни пирки интернет-ыйтăм йĕркеленĕ.
Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ 2020 çулхи ноябрь уйăхĕн 9-30-мĕшĕсенче, иккĕмĕшĕ кăçалхи январь уйăхĕн 15-29-мĕшĕсенче иртнĕ. Пĕтĕмĕшле тĕпчеве 8347 çын хутшăннă. Пĕрремĕш тапхăрта хуравсем республикăри 55 муниципалитетран килнĕ пулсан, иккĕмĕшĕнче - 60 хулапа районтан.
Апат пахăлахĕ тивĕçтернине пĕлтерсе икĕ хутĕнче те хуравсем пĕр шайра килнĕ: 67,6 % иртнĕ çулхи ыйтăмра, 67,7 % кăçалхинче. Кăмăлсăррисем те пур, вĕсем нумаях мар, анчах та – 16,7 % тата 18,4 %.
Меню тĕрлĕрен пулнипе апат пахалахĕ тивĕçтернине палăртакансем нумайланнă. Камсене апат тивĕçтермен вĕсем ытларах пахча çимĕç, пĕрремĕш блюда, сĕт продукцийĕсем, соксем,какай хушма сĕннĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсем апат-çимĕçе тÿлесе туянма майсем туса пама ыйтнă. Сăмахран, шкулти буфет шайĕнче.
Хăшĕ-пĕрисем, вĕсем нумай мар, менюра пулăран хатĕрленĕ котлет кирлĕ мар тенĕ, вĕсен шучĕпе ачасем ăна кăмăлламаççĕ имĕш. Çитменнине котлетсенче шăмăсем тухнă тĕслĕхсем те пулнă. Апат порцийĕсем сахал тесе хак паракансем сахалланнă.
Меню пирки калас пулсан, ыйтăма хутшăннисем ăна диетологсемпе калаçса килĕшсе хатĕрлеме сĕнеççĕ. Вăл шайлашуллă, витаминсемпе пуян пулмалла.Тутлă пулни малти вырăнта тăмалла мар, чи кирли усăллă пулни.
Тав сăмахĕсем çыракансем те пур: «Хамăрăн поварсене тав тăватпăр», «Тав, Радий Фаритовича тÿлевсĕр апатланушăн» текен йĕркесене курма пулать.
Ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕсене Раççей Обществăлла палатине çитернĕ. Пĕтĕмлетÿсене сÿтсе явасси февраль уйăхĕн пĕрремĕш çурринче иртмелле. Унăн ĕçне мĕнпур яваплă министерствăсемпе ведомствăсем, обществăлла организацисем, ашшĕ-амăшĕсен пĕрлĕхĕ хутшăнĕ тесе пĕлтернĕ ПР Обществăлла палатăра.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: