Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
31 Кӑрлач 2021, 19:00

Улталланнă пайçăсене пулăшма 3 млрд тенкĕ уйăрĕç

РФ Пайçăсен правине хÿтĕлекен фондра калаçу иртнĕ хыççăн Пушкăртстана 3 млрд тенкĕ укçă-тенкĕ уйăрса параççĕ тесе пĕлтернĕ республика правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров хайĕн социаллă сечĕсенче. Çак нухрат тата 26 проблемăллă çуртсене хута яма çитмелле. Çавăн пекех вăл «Çакăнпа кăна чарăнса тăмастпăр, калаçусене февраль уйăхĕн вĕçĕнче Ĕпхÿре иртекен тĕлпулу вăхăтĕнче тăсăпăр» тенĕ.

2020 çулта регионти влаçсем асăннă фондран 6,7 млрд тенкĕ пулăшу илме пултарнă. Ун çумне республика та хăйĕн пайне хушнă. Çапла майпа улталаннă пайçăсен 54 çурчĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама май килнĕ. Аллă тăваттăшĕнчен 19-шĕнче малашне стройка ĕçĕсене ирттерме юрамасть. Çавăнпа унти пайçăсене компенсаци тÿлеççĕ, ыттисене хута яма палăртнă.
Республикăра пурĕ 6,5 улталаннă пайçăсем шутланаççĕ, вĕсене канăç паман ыйтусене 2024 сулччен татса памалла.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: