Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Нарӑсӑн 2021, 20:10

Февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче мĕнле канатпăр?

Раççейре пурăнакансене февраль уйăхĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне пула хушма канмалли кун кĕтет.

Раççейре пурăнакансене февраль уйăхĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне пула хушма канмалли кун кĕтет.
Çав вăхăтрах уйăхăн виççĕмĕш эрнинче ултă кун (шăмат кун) ĕçлеме тÿр килет тесе пĕлтерет Новости информаци агентстви федераллă Ĕç тата ĕçпе тивĕçтерекен служба (Роструд) çине тайăнса.
«Пилĕк ĕç кунлĕ эрнере ĕç кунĕсем виçĕ куна çити (февраль уйăхĕн 24 -26-мĕшĕсенче) кĕскелĕç. Февраль уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче канатпăр. Виçĕ кун умлă-хыçлă канасси февраль уйăхĕнчи 22-мĕшĕнчи ĕç кунне 20-мĕшне куçарнипе пулса иртет»,- пĕлтернĕ Раççейри федераллă Ĕç тата ĕçпе тивĕçтерекен служба.
Февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен пире пĕртен-пĕр ултă ĕç кунĕллĕ эрне кĕтет.
Кĕске ĕç кунĕллĕ эрнесем кăçал çичĕ хут пулаççĕ. Юлашки декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, вĕçленет.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: