Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
1 Нарӑсӑн 2021, 16:15

Пушкӑртстанра 14 пин çынна кăшăлвирусран вакцина тунă

Кун пирки февраль уйăхĕн 1-мӗшӗнче Республика Правительствинче иртнĕ оперативлӑ канашлура регионти сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Максим Забелин пӗлтернĕ.

Кун пирки февраль уйăхĕн 1-мӗшӗнче Республика Правительствинче иртнĕ оперативлӑ канашлура регионти сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Максим Забелин пӗлтернĕ.
Ун сăмахĕсем тăрăх, хальхи вӑхӑтра вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе республикӑри 14 пин, иккӗмӗшĕпе 5800 ҫынна прививка тунă.
- Юлашки партине, 6300 доза, республика иртнӗ кӗҫнерни кун илнӗ. Ҫак эрнере тата 14 пин килессе кӗтетпӗр. Пӗтӗмӗшле, график тӑрӑх, ҫак уйӑхра 100 пине яхӑн доза илмелле, — тенĕ Забелин.
Регион министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вӑхӑтра республика кăшăлвирусран тумалли 20142 доза вакцина илнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: