Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Нарӑсӑн 2021, 19:21

Строительствăпа архитектура министрне тытса чарнă

Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанри Строительствăпа архитектура министерствинче ухтару иртнĕ. Ведомство пуçлăхĕн Рамзиль Кучарбаевăн кабинетне право сыхлавçисем пырса кĕнĕ.

Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстанри Строительствăпа архитектура министерствинче ухтару иртнĕ. Ведомство пуçлăхĕн Рамзиль Кучарбаевăн кабинетне право сыхлавçисем пырса кĕнĕ. ПР Правительство аппарачĕн информаци департаменчĕн директорĕ Ольга Красноногая пĕлтернĕ тăрăх, асăннă министерствăра 2017 çулта Кумертау хулинче тасату сооруженийĕсем тăвассипе çыхăннă ĕçсем пирки оперативлă следстви мероприятийĕсем иртнĕ.
«Çак вăхăтра Рамзиль Кучарбаев Капиталлă строительство управлени пуçлăхĕн должноçне йышăннă, ун чухне регион пуçлăхĕ Рустэм Хамитов пулнă», - пĕлтернĕ О. Красноногая.
Право сыхлавçисен органĕнче çак ĕç пирки ăнлантарса паман. Пур пек информаци тăрăх, хальхи вăхăтра чиновника тытса чарнă.
Рамзиль Кучарбаев республикăри Строительство министерствин пуçлăхĕн пуканне 2020 çулхи декабрь уйăхĕнче йышăннă.
Читайте нас: