Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Нарӑсӑн 2021, 14:50

Çут тĕнчене пĕр харăс виçĕ пăру килнĕ

Дуван районĕнчи Метели ялĕнче пурăнакан Голосовсен çемйине хуçалăхри «Зорька» ятлă ĕне виçĕ йĕкĕреш пăру пăрласа пуйтарнă.

Дуван районĕнчи Метели ялĕнче пурăнакан Голосовсен çемйине хуçалăхри «Зорька» ятлă ĕне виçĕ йĕкĕреш пăру пăрласа пуйтарнă.
- Эпир виçĕ йĕкĕреш пулать тесе шутламан та, çавăнпа питĕ тĕлĕнтĕмĕр. Икĕ тына пăру малтан çут тĕнчене килчĕç, юлашки вара, вăкăр, кăшт вăй-халсăртарах пулчĕ. Ăна эпир пÿрте илсе кĕтĕмĕр. Ачасем пĕчĕк чуна курсан тĕлĕннипе саванăçне пытармарĕç, ăна çавăрса илчĕç,- каласа панă кил хуçин арăмĕ Анастасия «Дуванские вести» хаçат журналисчĕсене.
Анастасияпа Иван Голосовсем маларах хулара пурăннă. Темиçе çул каялла экологи енчен таса та уçă сывлăшпа сывлас ĕмĕтпе вĕсем яла куçса килнĕ. Вĕсен виçĕ ача, асли - пиллĕкре. Уçă сывлăш тата килти сĕтрен тунă апат-çимĕç вĕсемшĕн шăпах чи кирли тесе шутлаççĕ аслисем.
Ял пурнăçне хăнăхнă Голосовсен хуçалăхĕнче тăватă ĕне. Ытлашши сĕте вĕсем вырăнти кооператива сутаççĕ. Малашнехи планра - услам çу хатĕрлемелли хатĕр-хĕтĕр туянасси тата пурăна-киле хресченпе фермер хуçалăхне йĕркелесе регистраци иртесси.
Ветеринарсем ĕне виçĕ йĕкĕреш пăрулани сайра хутра пулакан пулăм тесе шутлаççĕ. Вĕсем çак кунсенче ĕнене тата пĕчĕк пăрусене пăхса кайнă. Специалистсем выльăх ăнăçлă пăрулама пултарни тĕп салтавĕ ĕнене хуçисем лайăх пăхнинчен, тулли рационпа тата çителĕклĕ апатлантарнинчен, утса çÿреме вырăн ирĕклĕ пулнăран килет тесе шутлаççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: