Пушкăртстан аналитикĕсем апат-çимĕç таварĕсен хакĕсене пичетленĕ. Рейтинг тăрăх, январь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен уйрăмах чĕрĕ апат-çимĕç хакĕсем ÿсни паллă. Пысăк хăвăртлăхпа хăяр хаклăланнă, вăл 12,6% ÿснĕ. Иккĕмĕш вырăнта помидор – 5,5%, виççĕмĕшĕнче купăста -4,5%. Унтан вермишель – 2,5%, ачасем валли хатĕрленĕ улма-çырла консервисем – 2,2% тата пуçлă сухан – 2,1% тăраççĕ.
Çавăн пекех специалистсем çăкăр хакĕ кăшт çеç (-0,02%), хуратул кĕрпи (-0,03%), хăйма (-0,1%) чакнине палăртнă. Ытти апат-çимĕçпе танлаштарсан ытларах печени хакĕ 2,2% йÿнелни паллă.