Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
1 Нарӑсӑн 2021, 16:10

Волонтерсем тăвар пÿлĕмĕ валли укçа пуçтараççĕ

Пушкăртстанри ватăсене пулăшакан «Дорогие мои старики» организаци Иглин районĕнчи Кудеевский паççулккара вырнаçнă ватăсемпе сусăр çынсен интернат-çуртĕнчи тăвар пÿлĕмĕ (соляная комната) валли хатĕр-хĕтĕр илме укçа пуçтараççĕ.

Пушкăртстанри ватăсене пулăшакан «Дорогие мои старики» организаци Иглин районĕнчи Кудеевский паççулккара вырнаçнă ватăсемпе сусăр çынсен интернат-çуртĕнчи тăвар пÿлĕмĕ (соляная комната) валли хатĕр-хĕтĕр илме укçа пуçтараççĕ.
Иртнĕ çулхи март уйăхĕнчен COVID-19 пандемине пула ватăсен çурчĕсемпе интернатсен изоляци режимне пăхăнма тиврĕ. Çут çанталăкри тăвар хăвăлĕн микроклиматне искусствăлла майпа туни интернат-çуртри çынсемшĕн иммунтитета вăйлăлатма, вируса хирĕç кĕрешме май парĕччĕ. Волонтерсем асăннă процедура ватă çынсемшĕн сывлăх уççи вырăнне пулĕччĕ, ĕç пултарулăхĕпе ÿпкесен шăнăçулăхне (емкость) ÿстерме, юн таппине йĕркене кĕртме пулăшасса шанаççĕ.
Организаци ырă кăмăллă çынсенчен тăвар пÿлĕмĕ валли ятарлă хатĕр-хĕтĕр туянма пулăшу ыйтать. Пухнă укçасемпе тăвар ламписем, светодиод çути, ятарлă сĕтел-пукан, тинĕс тăварĕ, релаксаци хатĕрĕсем илĕç.
Учрежденири тăвар пÿлĕмне Çĕнтерÿ кунĕнче, май уйăхĕн 9-мĕшĕнче, уçма палăртаççĕ.
Паянхи кун Кудеевский паççулкинчи ватăсен çуртĕнче 80 кинемипе мучи кун кунлаççĕ.
«Пуринчен ытла ватăсене пулăшма ĕлкĕреймесрен хăратпăр. Пире кунта шанаççĕ, çак шанăçа тÿрре кăларас, нуша куракансене тивĕçлĕ пулăшу парас килет», - тесе çыраççĕ общество хастарĕсем.
Тĕплĕнрех асăннă проект çинчен «Соляная пещера. Здоровье в каждом вдохе» ссылкăпа кĕрсе пĕлме пулать.
Читайте нас: