Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Нарӑсӑн 2021, 19:50

Чир палли пур 500 ытла килограмм продукцие тĕп тунă

Пушкăртстанра сутлăхран африка чумипе чирленĕ сыснасен ашĕнчен хатĕрленĕ 500 кг ытла паштет туртса илнĕ.

Пушкăртстанра сутлăхран африка чумипе чирленĕ сыснасен ашĕнчен хатĕрленĕ 500 кг ытла паштет туртса илнĕ.
- Хальхи вăхăтра Россельхознадзор инспекторĕсем «Ĕпхÿ хула ветеринари станцийĕ» патшалăх учрежденийĕн ĕçченĕсемпе республикăра сыснасен африка чуми ан сарăлтăр тесе мониторинг илсе пыраççĕ, профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ, - пĕлтерет Россельхознадзорăн Пушкăртстан Республикинчи управленийĕн пресс-служби.
Январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче, сыснасен африка чуми сарăласси енчен ăнăçлă шутланакан Пушкăртстан Республикин территорийĕнчи, «Агроторг» ООО, «Элемент-Трейд» ООО салатмалли центрсенче, «Перекресток» сутÿ-илÿ çуртĕнчи «Гранд-Мэр» ООО (Белгород облаçĕ) туса кăларнă «Паштет печеночный», «Паштет печеночный классический» хатĕр продуктсене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсенче сыснасен африка чумин генĕсем пуррине тупса палăртнă. Чир палли пур продукцие (пурĕ 690 кг) «Пятерочка» тата «Монетка» сут-илÿ центрĕсене ярса ĕлкĕрнĕ пулнă.
Хальхи вăхăтра Россельхознадзорăн Пушкăртстан Республикинчи управленийĕн патшалăх инспекторĕсем районсемпе хуласенчи ветеринари станцийĕсем продукцие суту-илÿ точкисенчен илсе тĕп тăвас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.
Сыснасен африка чуми çынсемшĕн хăрушă мар. Пĕтĕм тĕнчери классификаци тăрăх, ăна чĕр чунсемшĕн уйрăмах хăрушă чир шутне кĕртнĕ. Пуçласа 1903 çулта Кăнтăр Африкăра регистрациленĕ.
Раççейре вирус 2007 çултанпа сарăлать. Çав вăхăт хушшинче çĕр пин сыснана тĕп тунă. Сыснасене африка чуминчен нимĕнле вакцинăпа та хÿтĕлеме çук. Вирус сарăлассине çирĕп карантин мерисемпе тата сыснасене тĕп тунипе çеç пĕтерме пулать. Ку вара экономикăна самаях палăрмалла сиен кÿрет.
Сысна ĕрчетесси Пушкăртстанра чи ăнăçлă аталаннă çул-йĕрсенчен пĕри пулнине шута илсен, сысна комплексĕсенче те, уйрăм хуçалăхсенче те, пасарсемпе ярмăрккăсенче те хăрушсăрлăх нормин пур йĕркине те çирĕп пăхăнма тивет.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: