Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
2 Нарӑсӑн 2021, 16:40

Маларах çырăнса илме май пур

Республикăра палăртнинчен маларах çитес çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарасси пуçланă тесе пĕлтернĕ федераллă почта çыхăнăвĕн Пушкăртстанри управленийĕ. Пичет кăларăмĕсене март уйăхĕн 31-мĕшĕччен иртнĕ çулхи хаксемпех çырăнса илме пулать.

Çак акцие пурĕ 1200 хаçат-журнал хутшăнать. Çав шутра Пушкăртстанра республика тата хулапа район шайĕнче кун çути кураканисем - 140, федераллă пĕлтерĕшлисем - 360 кăларăм тата ытти региосенче пичетленекенисем.
Çырăнтарăва podpiska.pochta.ru. сайт, Раççей почтин мобильлĕ приложенийĕ урлă çырăнма май пур. Çавăн пекех йăлана кĕнĕ мелпе усă курса – почта уйрăмне çитсе е почтальонпа тĕл пулса.
«Урал сасси» вулаканĕсем патне çак хыпара илсе çитернĕ май, пирĕн хаçата кăçалхи март, апрель тата ытти уйăхсенчен те çырăнса илме май пурине те асăрхаттарасшăн. Кашни уйăхăн 18-мĕш кунĕччен квитанцине çырса хатĕрлеме мехел çитерейсен, эсир юратнă кăларăмлă пулăр. Пурне те ăнăçу сунатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Читайте нас: