Пур хыпар та
Новости
2 Нарӑсӑн 2021, 20:00

Раççейри мĕнпур продукцин 2,4 % Пушкăртстан туса кăларнă

Пушкăртстанри промышленность предприятийĕсем 2020 çулта 1,5 трлн тенкĕлĕх тавар туса кăларнă тата ĕç тунă. Çакă вăл мĕнпур Раççейри продукци калăпăшĕн 2,4 проценчĕпе танлашать тесе пĕлтерет Пушкăртстат. Республика, экономикăри чарусене пăхмасăр, промышленность аталаннă малти вунă регион шутне кĕнĕ.

2020 çулта регионти промышленность производствин индексĕ 98 % танлашнă. Çĕршывĕпе вăл 97,1 % çитнĕ.
Пушкăртстан дизель топливи, кальци соди, бензолсем, ксилолсем, вĕрилле якатса кĕленче листисем, шĕветмен известь, сивĕре тăсăлакан пралук, электричество çуткăчĕсем, кăмакасемпе промышленность камерисем, автотранспорт валли кузовсем, прицепсемпе çурма прицепсем (3,5-10 тонна тиемеллисем), вĕрсе хăпартмали карапсем тăвассипе малти вырăнта пырать.
Республикăна килекен нефтьран (кунта хамăрăн та кĕрет) автомобиль бензинĕ, йывăç çункавĕнчен (стружка) плитасем, силикагель, стирол, синтетика каучукĕ, гидравлика двигателĕсем, тальсемпе çĕклемелли хатĕрсем, автомобиль çинчи бетон уçламалли насуссем туса кăларассипе регион иккĕмĕш вырăна тухнă. Çавăн пехех автобуссем пуçтарассипе Пушкăртстан çĕршывра виççĕмĕш пулса тăрать. Каустик соди, этилен, пластмасс, тĕркепе витмелли тата гидроизоляци тумалли материлсем хатĕрлессипе, навигаци, метерологи тата геофизика приборĕсем кăларассипе те вăл Раççейре виççĕмĕш картлашкана йышăннă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: