Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Нарӑсӑн 2021, 18:50

Тухтăрсене тимлĕ пулнăшăн – хушма тÿлев

Обязательнăй медицина страховани фончĕн регионти органĕсем 1,1 млрд тенкĕ ытла укçа илĕç. Ăна малтанхи тапхăрта онкологи чирне асăрханă медицина ĕçченĕсене тÿленĕ çĕре ярĕç. Пушкăртстана çак тĕллеве пурнăçлама 22 млн тенкĕ уйăрнă.

Обязательнăй медицина страховани фончĕн регионти органĕсем 1,1 млрд тенкĕ ытла укçа илĕç. Ăна малтанхи тапхăрта онкологи чирне асăрханă медицина ĕçченĕсене тÿленĕ çĕре ярĕç. Пушкăртстана çак тĕллеве пурнăçлама 22 млн тенкĕ уйăрнă.
Тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсем ятарлă тÿлевсене 2020 çултан илеççĕ. Диспансеризаци е профилактика тĕрĕслевĕ иртнĕ чух малтанхи тапхăрта тупса çирĕплетнĕ кашни диагнозшăн медицина организацине хушма укçа уйăраççĕ. Ăна вара сывлăх сыхлав ĕçченĕсене тÿлеççĕ.
- Кăçал эпир çак тĕллевсем валли бюджет калăпăшне сыхласа хăвартăмăр. Вăл 1,2 млрд тенке яхăн. Паян Обязательнăй медицина страховани фончĕн регионти органĕсем хушшинче валеçсе тухăпăр, - палăртнă РФ Правительствин премьер-министрĕ Михаил Мишустин. – Правительство диспансеризаци, профилактика тĕрĕслевĕ иртнĕ чух тупса палăртакан медицина ĕçченĕсене малашне те пулăшса тăрĕ. Вĕсем чире пуçламăш тапхăрта асăрхама пулăшаççĕ. Çакă сиплев ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерет.
Пушкăртстанра иртнĕ çул рак чирĕнчен 7 пин çын ытла вилнĕ, вĕсенчен 19-шĕ - ачасем.
«Пулăшу кирлĕ» («Нужна помощь») фонд кăтартăвĕсем тăрăх, 2019 çул вĕçĕнче учетра 87 пин çын тăнă. Çулталăк хушшинче 14 пин пациентăн сиенлĕ шыçă чирне тупса палăртнă. Хăрушă шыçăран Пушкăртстанра пурăнакан 7 162 çын вилнĕ. Вĕсен шутне 4 110 арçын, 3 052 хĕрарăм тата 17 çула çитичченхи 19 ача кĕреççĕ.
Тупса палăртакан сиенлĕ шыçăсем хушшинче чи малта сĕт парĕн (молочная железа) ракĕ тăрать. Çулталăк хушшинче çак чирпе çыхăннă 1 810 пациента тупса палăртнă. Иккĕмĕш вырăнта ÿпке ракĕ – республикăра пурăнакан 1387 çынра асăрханă. Виççĕмĕш вырăнта - ÿт ракĕ, 1 319 тĕслĕх регистрациленĕ. Кăшăл пыршин (ободочная кишка) ракне 1049 çынра, арлăх парĕн (предстательная железа) ракне 1 045 çынра асăрханă. Амалăх органĕнчи сиенлĕ шыçăна - 519, амалăх шейкин ракне 406 хĕрарăмра тупса палăртнă.
Пушкăртстанра 5 профильлĕ сывлăх сыхлав патшалăх учрежденийĕ онкологи чирĕпе ĕçлет.
Читайте нас: