Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Нарӑсӑн 2021, 13:53

Ĕçе юрăхлисен шучĕ паллă

Пушкăртстанра ĕçлеме пултаракан, экономикăна аталантарас ĕçре вăй хуракан çынсен шучĕ, 15 çултан пуçласа аслăрах ÿсĕмрисем, сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче чакни палăрать. Республикăри статистика комитечĕ суйласа илсе ирттернĕ тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх вăл 1,925 млн çынпа танлашать.

1,925 млн çынран 1,801 миллионĕ экономикăра вăй хурать, 124 пинĕшĕ ĕçсĕррисен шутне лекнĕ.
Раççейре пĕлтĕрхи сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче ĕçлекен 72,202 млн çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 14,716 миллионĕ Атăлçи федераллă округа кĕреççĕ.
Пушкăртстанра сентябрь-декабрь уйăхĕсенче пĕтĕмĕшле ĕçсĕррисен шайĕ 6,4 % чакнă.
- 2020 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçне республикăри ĕçпе тивĕçтерекен службăра 108,3 пин ĕçсĕр çынна шута илнĕ. Официаллă регистраци иртнисем кăшт сахалрах - 106,5 пин çын. Вĕсенчен ĕçсĕр юлнисем категорие лекнисен 50,4 пин Раççей гражданинĕ укçа-тенкĕ пособине илет. Регистраци иртнĕ ĕçсĕррисен шайĕ, ĕçлекенсемпе танлаштарсан, 5,6 % пулать, - тесе пĕтĕмлетнĕ Пушкăртстанри статистика комитетĕнче.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: