Краснокам районĕнчи Новый Каин ялĕнчи пĕр çуртра пушар пуçланнă. Çав вăхăтра унта икĕ арçын пулнă. Ывăлĕ пушар çинчен систерекен хатĕрĕн хытă сассинчен вăраннă, ашшĕне те вăратнă. Арçынсем çуртран вăхăтлă тухса ĕлкĕрнипе хăйсен пурнăçне сыхласа хăварнă.
ПР Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитетĕнче: «Пушар çинчен систерекен хатĕр - çынсене вут-çулăмран вилессинчен хăтаракан чи лайăх меслет», - тесе калаççĕ. Çак ансат та хаклă мар приборсем вăхăтра ĕçленипе республикăра 501 çыннăн пурнăçĕ сыхланса юлнă, вĕсен шутĕнче 205-шĕ – ачасем.