Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Нарӑсӑн 2021, 13:40

Пушкăртстан лаша ĕрчетессипе фестиваль йĕркелеме палăртать

Баймак хули лаша ĕрчетессипе йĕркелекен фестиваль центрĕ пулса тăрĕ. Çакăн çинчен Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Ял сехечĕ» («Сельский час») вăхăтĕнче пĕлтернĕ. Регион ертÿçи мероприяти йăлана кĕнĕ ал ĕçĕсемпе, апат-çимĕçпе тата туризма атлантарасссипе çыхăннине палăртнă.

- Эпир хамăр ума питĕ уçăмлă тĕллевсем лартрăмăр, вĕсене пурнăçлама пысăк хăвăртлăхпа утма тÿр килет. Республикăри тавар туса кăларакансемпе суту-илÿ сечĕсем хушшинчи хутшăнăва ÿстермелле, тавар хатĕрлекенсене рынок лапамне явăçтарассине анлăлатмалла, вĕсене тĕрлĕ проектсене хутшăнма майсем туса памалла. Калăпăр, эпир Баймакра йăла-йĕркери алă ĕçне, апат-çимĕçе, туризм элеменчĕсене тĕпе хурса лаша ĕрчетессипе фестиваль ирттерме калаçса татăлтăмăр. Паянхи пелтерĕшлĕ туртăмсенчен пĕри вăл интернет суту-илĕвне аталантарни пулса тăрать. Çакна ĕçленĕ чухне яланах асра тытмалла, мĕншĕн тесен республикăра туса кăларакан тавара çĕршывĕпе сарас е унăн тулашне илсе тухас тесен интернет çыхăнăвĕсĕр мая килмĕ, - тенĕ Радий Хабиров.
Çавăн пекех канашлура Черниковкăпа Инорс микрорайонсем хушшинче 300 гектар çĕр çинче çĕнĕ продукци туса кăларакансен вырăнне, Ĕпхÿ çыннисем валли ярмăркка лапамĕ тата апат-çимĕç промышленноçĕн кластерне тумалли проекта пăхса тухнă. Радий Хабиров çак пуçарăва черетлĕ «Инвестсехетсенчен» пĕринче сÿтсе явма кирлĕ хутсене хатĕрлеме хушнă, ăна федераллă пулăшу паракан проект шутне кĕртме май пуррине систернĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: