Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Нарӑсӑн 2021, 13:48

Ял хуçалăх предприятийĕсем удобрени хатĕрлеççĕ

Республика аграрийӗсем 2021 ҫулхи ҫураки кампанине хатӗрленме пуҫланă.

Республика аграрийӗсем 2021 ҫулхи ҫураки кампанине хатӗрленме пуҫланă.
Хальхи вӑхӑтра чылай хуçалăхсем хĕрсе кайсах минераллă удобренисем туянаççĕ. Январь уйăхĕн 29-мӗшӗ тĕлне регионти ял хуҫалӑх предприятийĕсем 12,7 пин тонна минераллă удобрени туяннă, ку хисеп пĕлтĕрхинчен 2 пин тонна ытларах. Тĕплĕнрех каласан, пӗр гектар акмалли лаптӑк пуçне 4,2 килограмм удобрени тухать.
Им-çама уйрăмах республикăн кӑнтӑр енчи районĕсенче хастар туянаççĕ. Çав вăхăтрах Чекмагуш районӗ - 3,1 пин, Илиш районĕ - 1,1 пин, Дюртюли районĕ 1 пин тонна удобрени туяннӑ.
Аса илтеретпӗр, 2020 ҫулхи пӗтӗмлетÿсем тӑрӑх, республикӑри аграрисем 4 миллион та 95 пин тонна тыр-пул пухса илнĕ. Экспертсем ăнлантарса панă тăрăх, тыр-пул туса илесси ÿсни минераллă удобренисемпе, пысăк пахалăхлă вăрлăхсемпе, çавӑн пекех пысӑк технологиллӗ оборудованипе тата техникӑпа усӑ курнипе çыхăннă. 2020 ҫулта аграрисем пĕр гектар пуçне 25,2 кг удобрени хывнă. Çакă малтанхи çулсемпе танлаштарсан 30% нумайрах.
ПР Ял хуçалăх министерстви.
Читайте нас: